Милĕк сиплет

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 19.11.2026, 15:58 Просмотров: 10

Кĕркунне мунчана ытларах çÿрес килет. Ку вăхăтра мĕнле милĕкпе çапăнмалла-ши/

Пĕрремĕшĕ - хурăн милĕкĕ. Вăл тарлама пулăшать, ÿте тасатать, ыратнине ирттерет.

Юман милĕкĕ те чаплă. Вăл ыратнине ирттерет, бактерисене вĕлерет, çамрăклатать, юн пусăмне шайлаштарать.

Çăка милĕкĕ çемçе тата тутлă шăршăллă. Çакă кĕрхи сивĕ каçсенче уйрăмах паха. Çăка лăплантарать, пуç ыратнине ирттерет, тар кăларма пулăшать.

Уртăш милĕкĕ – кĕркуннепе хĕлле фаворитсенчен пĕри. Унăн шăрши сывлăша дезинфекцилет, сывлав органĕсене пулăшать. Çакăн пек милĕк шăнса пăсăлнине сиплет, юн çаврăнăшне лайăхлатать.

Пихта милĕкĕ сывлав органĕсемшĕн уйрăмах паха. Çавăн пекех вăл лăплантарать те.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика