Кашниех хÿтлĕхе туйтăр

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 19.11.2026, 16:05 Просмотров: 11

Енчен те çумра ăнланакан, тĕрев паракан, хÿтлĕхе илекен çынсем пулсан, ватлăх та ырă, канлĕ, телейлĕ пулма пултарать. Анчах хăшĕ-пĕрисен, тен, ачи-пăчи тĕрлĕ кĕтесе саланса пĕтнĕ, тăванĕ-пĕтенĕ те аякра. Теприсем тата тĕрлĕ сăлтавпа вуçех хăр тăлăх. Ун пеккисен те пулăшусăр, пĕччен юлмалла мар. Çак тĕллеве шута илсе тимлет те Вăрнарти халăха социаллă тивĕçтерÿсем кÿрекен центр.

Ку службăн ĕçĕ-хĕлĕ нумай енлĕ, анчах тĕп вырăнта - аслă ăрурисене хÿтлĕхпе çавăрса илесси, йывăрлăха кĕрсе ÿкнисене пулăшасси, вĕсен пурнăçне çăмăллатасси. Паллах, пулăшу чи малтанах тăр пĕчченнисене, хăйсене хăйсем пăхайманнисене, сывлăх тĕлĕшĕнчен хевтесĕррисене кирлĕ. Вĕсене социаллă ĕçченсем килĕсене çитсе асăрхаса тăраççĕ. Пурнăç лару-тăрăвне кура хăшĕсене - вăхăтлăх, теприсене - кулленхи йĕркепе. Тивĕçтерÿсен тĕсĕсем анлă - эмелсем, апат-çимĕç туянса килсе парассинчен тытăнса пÿрт-çуртне, картишне тирпейлесе тăрасси таранах. Хăшĕсене вара пĕрмаях асăрхав кирлĕ, пурнăç условийĕсем япăх, пачах тухса çÿреймеççĕ. Хăйсен кăмăлне шута илсе, вĕсене центр сотрудникĕсем республикăри ветерансен çурчĕсене куçма майсем туса параççĕ. Документсене пухассине пĕтĕмпех хăйсем çине илеççĕ, учреждение çитсе вырнаçма та пулăшаççĕ.

Тĕплĕнрех - хаçатра.

Ирина ЯКОВЛЕВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика