Тĕллевлĕ усă кураççĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 19.11.2026, 16:01 Просмотров: 13

Ял хуçалăхне кÿрекен пулăшупа усă курас тĕлĕшпе Чăваш ен Атăлçи федераци округĕнче лидерсен йышĕнче шутланать. Раççей Ял хуçалăх министерствин даннăйĕсем тăрăх, республикăри аграрисене ноябрĕн 5-мĕшĕ тĕлне 867,55 млн тенкĕ уйăрнă. Çакă çулталăклăх палăртнин 99,3 проценчĕпе танлашать.

Сăмахран, çак направленисене тивекен укçа-тенке пĕтĕмĕшлех тивĕçтернĕ: тырпул культурисене туса илессипе çыхăннă тăкаксен пайне саплаштарма - 78,28 млн тенкĕ, çĕрулмипе пахчаçимĕç çитĕнтерессине ÿстерме - 60,99 млн тенкĕ, ăратлă выльăх ĕрчетес ĕçре геномлă селекцине аталантарас мероприятисене пурнăçлама - 10,56 млн тенкĕ, ял туризмне аталантарма - 10 млн тенкĕ.

Чи пысăк статьяпа - агропромышленноç комплексĕн тĕп енĕсене тĕрев парассипе - 446,37 млн тенкĕлĕх пулăшнă. Агроаналитика центрĕн республикăри филиалĕ палăртнă тăрăх, кунта сĕт туса илессин харпăр хăй производствине, ăратлă выльăх ĕрчетессине, нумай çул ÿсекен культурăсене лартса çитĕнтерессине, элитлă вăрлăх хатĕрлессине пулăшасси кĕрет.

Иккĕмĕш курăмлă статья - пĕчĕк бизнесăн тĕп енĕсене - фермер хуçалăхĕсен тата ял хуçалăх потребитель кооперативĕсен проекчĕсене - пулăшасси ?247,84 млн тенкĕ%.

Ирина ПЕТРОВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика