Театр асамлăх парнелет

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 19.11.2026, 15:59 Просмотров: 10

Çамрăк ăрăва творчество ăнтăлăвĕпе пĕрлештерекен «АСАМ» фестиваль малалла тăсăлать. Шкул театрĕсен ăсталăхне ÿстерме пулăшакан тата пултарулăх çулне тин пуçлакан артистсене сцена профессионалĕсемпе çыхăнтаракан площадка пулнă май, çак тĕллеве вăл ăнăçлă пурнăçласа пырать.

Халĕ, акă, муниципалитетсенчи конкурссем хыççăн шкулсен ушкăнĕсем ытти округсенчи тантăшĕсемпе тĕл пулаççĕ: пĕр-пĕрин ĕçĕсемпе паллашаççĕ тата республика финалне тухассишĕн тупăшаççĕ. Хальхи вăхăтра спектакльсен уйрăм кустсенчи хаклавĕ иртет.

Фестивалĕн ку тапхăрĕ шăпах Вăрнар округĕнче уçăлчĕ. Шкул театрĕсенче хатĕрленĕ постановкăсене пĕрремĕшсен йышĕнче вăрнарсемсĕр пуçне Канаш, Тăвай тата Йĕпреç округĕсен ушкăнĕсем кăтартрĕç. Пурте вĕсем - харпăр хăй муниципалитетĕсенче çĕнтернĕ çамрăк артистсем.

Тĕплĕнрех - хаçатра.

Ирина ЯКОВЛЕВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика