2027 çула Чăваш енре Ăслăлăхпа технологисен çулталăкĕ тесе йышăннă.
Кун пирки калакан Указа регион ертÿçи Олег Николаев алă пуснă. Çавна май инженери шкулне аталантарма, çамрăк специалистсене ытларах пулăшма, экономикăна çĕнĕ технологисем кĕртсе пыма палăртнă.
Çитес çула тĕллевленĕ тĕп ĕç - Тĕнче шайĕнчи аслă шкулсен кампусне тума пуçласси. Олег Николаев Министрсен Кабинетне оргкомитет йĕркелеме тата мероприятисен планне хатĕрлеме хушнă.
Ноябрь 2026 |
