Ванькка сĕтел хушшинче апат çисе ларатчĕ. Пÿрте Санькка, мăшăрĕ, кĕчĕ. Ваньккана хирĕç пырса ларчĕ, тĕсесе сăнарĕ.
- Ванькка, анне пире пуховăй качака сутасшăн, илер мар-и/ - терĕ.
Ваньккан аллинчен кашăкĕ ÿкрĕ. Апат хыпма уçăлнă çăварĕ çаплипех уçă тăчĕ. Пĕр самант çапла хытса тăнă хыççăн Ванькка:
- Мĕ-ĕ-ĕн/! - тесе мĕкĕрсе ячĕ.
Арăмĕ, упăшкине хирĕç лараканскер, аяккарах сикрĕ.
Ванькка кăштахрах лăпланнăн курăнчĕ, малалла яшка хĕрплеттерчĕ.
Саньккан чăтăмĕ çук, малаллах калас килет:
- Анне ватăлчĕ ĕнтĕ, малашне пăхаймастăп тет. Качакийĕ вара, хăвах пĕлетĕн, простоййи мар, пуховăй. Çăмне арласа джемпер-кофта, алсиш-тутăр çыхатпăр та мĕн чухлĕ укçа тăватпăр...
- Мĕ-ĕ-ĕн/! - каллех мĕкĕрсе ячĕ Ванькка, хальхинче кашăка хăех сĕтел çине шаплаттарчĕ. Урăх чĕнмерĕ.
Санькка тата хытăрах хăраса ÿкрĕ. Малалла калас тесе çăварне уçать - сасси тухмасть. Вăл хăюлăх тупиччен маларах Ванькки хăй сăмах пуçарчĕ.
- Качака вăл - шуйттан! - терĕ. - Шар курнă эпир унпа... Итле вăт, каласа парам... Эпĕ çамрăк чух, атте-анне килĕнчен уйрăлса тухиччен, санпа пĕрлешиччен, кÿршĕ карчăкĕ, Марье кинемей, пĕр кĕтÿ качака тытатчĕ. Аптраса çитрĕмĕр вĕт, пĕр пахчаçимĕç те туса илме çук. Таçтан шăтăк тупаççĕ, таçтан сиксе каçаççĕ - пĕтĕм пахчана тĕп туса тухса каяççĕ. Атте-анне тарăхсах çитрĕ. «Çав çилпе кайса ÿкекен карчăк пирĕнтен мăшкăлласа пурăнать», - тетчĕç. Атте нумайччен шухăшласа çÿренĕ хыççăн çав качакасенчен писмелли мел тупрĕ-тупрех вĕт! Качака путеккисен çамрăк мăйракисем тавра вĕтĕ пăралукпа лайăх кăна çавăрса çыхса хучĕ. Лешĕсем ÿснĕçемĕн мăйракисем те аталанаççĕ, анчах пăралук кансĕрлет, икĕ айккинелле сарăлса капмаррăн ÿсме памасть, хĕстерет те хĕстерет, пуçа чăтма çук ыраттарать. Качака путеккисем иртен пуçласа каçчен макăрса çÿреççĕ. Пычĕ вĕт Марье кинемей атте патне. «Чирлĕ пулĕ вĕсем, пусса пар-ха», - тет. Атте хăйĕн аллипех хăех пусрĕ çав путексене...
Качакипе такине те куçран çухатмалла вĕт-ха. Атте вĕсен хÿрисем çине пăлавккăсем тирсе хучĕ кинемей сисиччен. Лешĕ тепрер эрнерен каллех пирĕн хапха умне пырса тăнă, качакисене пусма ыйтать. «Çĕрĕпе мекеклетеççĕ, вырăн тупаймаççĕ», - тет.
Пĕтерчĕ çапла майпа атте Марье кинемейĕн качака йăхне...
Санькка чĕнмерĕ. «Тен...» - теме кăна ĕлкĕрчĕ, Ванькка пÿлсе те хучĕ ăна:
- Илес тетĕн пулсан - ил, тулĕк пĕрре тарăхтарсан пусатăп та пăрахатăп ăна!
Санькка савăнăçлăн пÿртрен чупса тухрĕ...
Ах, апăрша! Качакине тата паянах мар, тепĕр эрнерен кăна илсе килес терĕç. Путишĕ вара çакăнтан пуçланчĕ те.
Ваньккапа Санькка патне пĕр-ик кунтан амăшĕ чупса çитрĕ.
- Эсир качакана çавăтса килмен-и/ - тет.
- Мĕнле качака/ Çук вĕт-ха, каярах илсе килетпĕр терĕмĕр-иç, - терĕç иккĕшĕ те.
Амăшĕ Ванькка çине куç илмесĕр пăхать. Ăна пула Санькка та упăшкин куçĕсене шырать.
- Мĕн эсир, ман çине яратăр-и/ Курман эп сирĕн пуховăй качакуна! - тет Ванькка.
Ун пек те тĕпчеççĕ Ваньккана, кун пек те - лешĕн калас сăмахĕ çук.
- Пусса çинĕ ĕнтĕ вăл халиччен юлташĕсемпе! - тесе тухса кайрĕ вара амăшĕ.
Пĕр эрне çитрĕ - качака çук. Ăçта кайса çĕтме пултарнă ĕнтĕ/ Иçмасса, урамра - хĕл, юр çинче йĕррисем хăть юлмаллаччĕ. Урама мар, кил картине те кăларман, витерех тăнă вĕт...
Ваньккапа Санькка амăшĕ патне тухса утрĕç.
- Тытман-курман эпĕ качакана, Турă пур, сăхсăхатăп, - терĕ Ванькка пÿрте кĕнĕ-кĕменех, Турă кĕтессине тăрса сăхсăхрĕ. - Тупăнсан та кирлĕ мар, пусса çиме те шухăшламастăп, тупăнтăр кăна...
- Эпĕ те сире нимĕнле пуховăй качака та пама шутламастăп. Сире пулах качакана çĕтертĕм...
Пÿртрен виççĕшĕ те кăмăлсăр тухрĕç. Кил картинче вĕсене хирĕç пуховăй качака тăра парать, ăнланнăн таса куçĕсемпе вĕсем çине пăхать... Савăнăçлă пек тата хăй. Хуçи çумне пырса тăчĕ те сĕртĕнме пуçларĕ.
Ванькка витене кĕрсе çухалчĕ. Лупас тăрне улăхрĕ.
- Акă кунта пĕр эрне пурăннă вăл! - тесе кăшкăрса ячĕ. - Кунта юрĕ те пур иккен, шăтăкран вĕçтерет, утă çинĕ те юр çинĕ вăл! - терĕ.
- Санăн сăмаххусене илтнĕ ĕнтĕ, мĕскĕнскер. Çын çеç мар, качака та усал сăмах-хыпартан аяккарах тарма тăрăшать, ахăртнех... - кулать Санькка.
Пуховăй качака Ваньккапа Саньккана алăк патне пырсах ăсатса ячĕ.
Июль 2025 |