Юнра сахăр шайĕ ÿссен...

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 15.11.2025, 10:35 Просмотров: 194

Чÿк уйăхĕн 14-мĕшĕнче сахăр диабечĕпе кĕрешмелли кун пулчĕ. Хальхи вăхăтра тĕнчере сахăр диабечĕпе нушаланакансем - 460 миллиона яхăн çын. Ку цифра ÿссе кăна пырать. Раççейре «диабетчиксем» - 4 миллиона яхăн.

Сахăр диабечĕ – юнра глюкоза шайĕ ÿсни. Эпир çиекен апат хырăмлăха, пыршăлăха лексе ирĕлет те глюкоза пулать. Малалла вăл юн тăрăх пĕтĕм ÿт-пÿре саланать. Вăл пире вăй-хал парса тăрать.

Пирĕн организм глюкозăсăр ĕçлеймест. Паллах, ăна клеткăсен ăшне лекме инсулин ятлă гормон пулăшни кирлĕ. Инсулин вара хырăмлăх ай парĕнче ?поджелудочная железара% йĕркеленет.

Хăшпĕр сăлтавсене пула глюкоза клеткăсене лекеймест те пысăк шайĕ юнрах юлать. Çакна сахăр диабечĕ теççĕ. Вăл темиçе тĕрлĕ пулать. Ытларах – 1-мĕш тата 2-мĕш типлисем.

Тĕплĕнрех хаçатра.

Татьяна ТИМОФЕЕВА,

Вăрнар тĕп больницин медицина профилактикин кабинечĕн фельдшерĕ

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика