Суяççĕ, хăратаççĕ, пысăк тупăш та шантараççĕ...

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 01.02.2025, 11:17 Просмотров: 180

Мушенниксем çинчен çынсене телевизор-радиопа та, хаçатсенче те, интернетра та асăрхаттараççĕ. Информаци плакачĕсем предприяти-организацисенче, транспортра, лавккасенче, транспорт чарăнăвĕсенче ... çакăнса тăраççĕ.

Пĕр енчен, çакнашкал профилактика чăнах та ĕçлет: нумайăшĕ палламан номерсенчен килекен шăнкăравсене питĕ асăрхануллă хуравламаллине е вуçех те тытмалла маррине лайăх пĕлет. Анчах шулĕксем те çакна ăнланаççĕ, тата чеерех çĕнĕ схемăсем шутласа кăлараççĕ. Сыхлăха çухатакансем, мана ку нихăçан та пырса тивмест-ха текенсем вара шăпах ултавçăсен капкăнне çакланаççĕ те...

Вăрнар округĕнче те лару-тăру ăнăçлă тееймĕн, мушенниксенчен шар курнисем сахал мар. Информаципе телекоммуникаци технологийĕсемпе усă курса тунă тата компьютер информацийĕн сферинчи преступленисене асăрхаттарасси полицин «Вурнарский» пайĕн ĕçĕ-хĕлĕнче те чи çивĕч ыйтусенчен пĕри. Пĕлтĕр, акă, ултавпа çыхăннă преступленисене округри йĕрке хуралçисем 77 тĕслĕх ?виçĕмçулхинчен 7 нумайрах% регистрациленĕ. Вĕсем киревсĕр ĕçсен мĕнпур хисепĕнчен пĕчĕк мар пайне - 29,5 процентне - йышăнаççĕ. Округра пурăнакансем шулĕксене «парнеленĕ» суммăсем те ытла пысăк-çке: вĕсенне 8 миллион тенкĕ?!% енне çаратнă. Çавăнпа та полици сотрудникĕсем пурне те иккĕленÿллĕ шăнкăравсемпе тимлĕ пулмаллине, сирĕнпе çыхăнакансем хушнине пурнăçлама юраманнине, укçа-тенкĕ, банк операцийĕсем çинчен калаçу пуçарсан телефона тÿрех сÿнтермеллине асăрхаттараççĕ.

Шалти ĕçсен министерстви вара республикăра регистрациленĕ чи анлă сарăлнă ултав схемисене пĕлтерет. Вĕсем - çаксем:

Мушенниксем банк, ФСБ, ШĔМ, Пĕрлехи портал сотрудникĕсен ячĕпе шăнкăравлаççĕ, сирĕн ятпа кредит илме хăтланаççĕ е туслă мар çĕршыва укçа куçараççĕ тесе суяççĕ.

Интернет урлă тавар туяннă чух сутуçăсем укçине малтан ярса пама ыйтаççĕ те кайран çыхăнăва тухма пăрахаççĕ. Е туянакансен ячĕпе шăнкăравласа банк карттин даннăйĕсене ыйтаççĕ, кайран укçа çаратаççĕ.

Инвестици фончĕсемпе биржисене укçа хывса пысăк тупăш илме шантараççĕ.

Е тата пĕр-пĕр тавар-тивĕçтерÿшĕн «лайксем» лартса укçа ĕçлесе илме сĕнеççĕ.

Сотовăй операторсен ячĕпе шăнкăравласа сим-карттăн ĕçлев вăхăтне тăсмалла тесе суяççĕ.

Çынсен унчченхи сим-карттисене те вĕсен Уйрăм кабинечĕсене кĕме усă кураççĕ.

Ултавçăсем ачасене те «тапăнаççĕ»: вĕсене вăйă валютине туянма илĕртеççĕ, уншăн ашшĕ-амăшĕн карттипе тÿлеме хушаççĕ.

Аслăрах ÿсĕмрисене вара тăванĕсем аварие е ытти инкеке лекнĕ тесе хăратаççĕ. «Проблемăна» татса пама «хавхалантару» ыйтаççĕ.

Çавăн пекех преступниксем çынсен мессенджерĕсемпе социаллă сечĕсенчи аккаунчĕсене «çĕмĕреççĕ» те вĕсен ятĕнчен кивçен ыйтаççĕ. Нумай чухне страницăна «çĕмĕриччен» конкурс участникĕшĕн сасăлама ыйтни килет-мĕн.

Кун пекки те пулать. Шулĕксем интим-салон евĕр ĕçлеççĕ, тивĕçтерÿшĕн вара укçине малтан илеççĕ те çухалаççĕ. Республикăра та «тÿлевлĕ юрату» шыраса шар курнисем чылай.

Тата тепĕр пулăм пирки каламалла. Палăртнă тăрăх, преступниксен серепине пенсионерсем мар, 30-60 çулсенчисем ытларах лекеççĕ иккен. Чăнах та аслăрах ÿсĕмрисен асăрханулăх туйăмĕ вăйлăрах пулĕ, çамрăкраххисем «эпир айван мар», пире улталама йывăртарах теççĕ ахăртнех. Тĕрĕссипе вара, мушенниксен чеелĕхне кура, кирек кам улталанма пултарать. Çавăнпа та ан манăр: преступниксен тĕллевĕ - банк карттин, счетсен реквизичĕсене, сирĕн уйрăм даннăйсене калаттарасси. Çавăнпа та сыхлăха ан çухатăр: палламан-пĕлмен çынсемпе телефонпа ан калаçăр, хăвăр çинчен нимле информацие те ан пĕлтерĕр.

Ирина ЯКОВЛЕВА

Добавить комментарий

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика