Вăрнар поселокĕнче пурăнакан хĕрарăм прокуратура пулăшнипе хăтлă хваттере пурăнма куçнă.
Вăрнар район прокуратурине 83 çулти пенсионеркăн тăванĕ пынă. Вăл çывăх çыннин çурт-йĕр прависене уяманни пирки каласа кăтартнă, çивĕч ыйтăва татса пама тĕрĕслев йĕркелеме ыйтнă. Поселокра вырнаçнă нумай хваттерлĕ çуртра авари хăрушсăрлăхĕ пуррине тахçанах çирĕплетнĕ, ăна пăсмалли çинчен калакан йышăну та пур. Анчах унта пурăнакан икĕ çынна урăх хваттере куçарассине вăраха тăсса янă. Çавна май прокуратура представлени тăратнă.
Хальхи вăхăтра надзор ведомстви хутшăннипе хĕрарăма тата унăн кÿршине хăтлă хваттерсем панă.
Ноябрь 2026 |
