Анне - кашни çыншăн çĕр çинчи чи хаклă та юратнă çын. Вăл пире пурнăç парнелет, тивĕçлĕ ÿстерессишĕн ырми-канми тăрăшать. Йывăр вăхăтра хăйĕн хÿттине илет, ĕçпе те, ырă сăмахпа та, усăллă канашпа пулăшма васкать.
«Анне ĕмĕр тăршшĕпех пирĕншĕн, ачисемпе мăнукĕсемшĕн, пурăннă тесе калас килет. Пире ытлă-çитлĕ ÿстерессишĕн, вĕрентсе кăларассишĕн ырми-канми тăрăшнă вăл. 78 çула çитичченех кил карти тулли выльăх-чĕрлĕх усрарĕ, анкарти тулли пахчаçимĕç ÿстерчĕ. Сĕтел çинче аш-пăш, сĕт-çу яланах пулнă пирĕн килте. Ачисене те, мăнукĕсене те техĕмлĕ апат-çимĕçпе, тутлă кукăль-икерчпе хапăл туса кĕтсе илетчĕ юратнă çыннăмăр. Пурнăç тăршшĕпех вăй çитнĕ таран пулăшса пычĕ, пысăк тĕрев пачĕ пире. Аннепе чăннипех мухтанатпăр, вăл пурришĕн савăнатпăр», - амăшне, Анна Архипована, тав туса ăшă сăмахсем нумай каларĕ Валентина хĕрĕ.
Тĕплĕнрех - хаçатра.
Оксана СЕМЕНОВА
Ноябрь 2026 |
