Кăçалхи тăхăр уйăхра апат-çимĕç промышленность предприятийĕсем 60 млрд тенкĕлĕх продукци тиесе янă. Производство индексĕ 111,2 процентпа танлашнă.
Уйрăмах сыр туса илесси ÿснĕ. Палăртмалла, тăхăр уйăхри кăтарту - 15,8 пин тонна, иртнĕ çулхи çак тапхăртинчен 175,1 процент ытларах. Аш-пăш çурмафабрикачĕсен производстви 64,3 процент ÿснĕ, 17 пин тоннăпа танлашнă. Хăйма 26,7 процент, йÿçек сĕт продукцийĕ 18,1 процент ытларах туса илнĕ.
Пĕлтĕр апат-çимĕç тата тирпейлекен предприятисене модернизацилеме 342 миллион тенкĕ уйăрнă. Пулăшăва 20 предприяти тивĕçнĕ. Пĕтĕмпе отрасльте 250 организаци ĕçлет, сотрудниксен йышĕ 10 пин çынран иртет.
Чăваш енри ял хуçалăх таварне туса илекенсен продукцине Раççейри чылай региона ăсатаççĕ, тĕнчери 31 çĕршыва экспортлаççĕ.
Елена ТОЛСТОВА
Ноябрь 2026 |
