Ырă кăмăллă, пултаруллă

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 26.11.2026, 15:23 Просмотров: 15

Чылай ялта почтальонра ĕçлекен никам та çукки пирки пĕлтереççĕ. Пире ку енĕпе ăнăçнă. Вероника Васильевна Иванована тавтапуç каласшăн эпир, Элмен Сунар ялĕнче пурăнакансем. Укçине сахал тÿлеççĕ пулин те, вăл сивве те, çумăра та пăхмасăр куллен çынсем патне васкать.

Отпускра пулсан та чăтаймасть чунĕ. Элмен Сунарпа Иртеменкассинче хаçат-журнал валеçсе çÿрет, çавăн пекех кирлĕ пулсан çырăнтарса парать.

Вĕсем мăшăрĕпе пĕрле 2 хĕр ÿстерсе, вĕрентсе пурнăç çулĕ çине тăратнă. Çемьеллĕ, ача-пăчаллă, аякра пурăнаççĕ пулин те кукамайпа кукаçи патне час-часах килме тăрăшаççĕ.

Июньте Вероника Васильевнасем патне кĕтĕм. Кил хушшинче, пахчара, мĕн тĕрлĕ чечек ÿсмест пуль, ытарма çук тутлă шăршă кĕрет.

Акă кĕркунне те çитрĕ, сивĕ çумăр, юр çума пуçлать. Çанталăка пăхмасăр ырă кăмăллă, çепĕç чунлă Вероника Васильевна хăйĕн ĕçне пĕлсе пурнăçлать. Пире малалла та хаçат-журнал çырăнтарса савăнтартăр. Эпир ăна ырлăх-сывлăх, тулли телей сунатпăр.

Елизавета ЗОБНИНА

Элмен Сунар

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика