Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ полимерлă тарăсен цехне çĕнĕ оборудованипе хăватлатать.
Хальхи вăхăтра кунта флаконсен производстви валли вĕрсе кăларакан çĕнĕ машинăна ĕçлеттерсе пăхас ĕçсем пыраççĕ.
Предприяти ÿсентăрансене хими тата биологи мелĕпе хÿтĕлекен препаратсем туса кăларать. Вĕсене заводрах ăсталакан савăтсене тултараççĕ. Полимерлă тарăсем туса кăларас енĕпе уйрăм цех ĕçлет. Кăçалхи январь-октябрь уйăхĕсенче унта 39 миллион издели «шăратнă», флаконсем, банкăсем, стакансем, канистрăсем тата вĕсен хупписене.
Вĕрсе кăларакан çĕнĕ машинăна çынсем препаратсене пĕчĕк флаконсемпе ытларах туяннине кура вырнаçтарнă. Кунашкал фасовкăсенче дача тата сад участокĕсенче, килти хушма хуçалăхра усă курмалли имçамсене тултараççĕ. Пĕтĕмпе çакнашкал машинăсем цехра пиллĕк. Çĕнни 20 мл, 50 мл тата 100 мл калăпăшлă флаконсем туса кăларĕ.
Оборудование вырнаçтарас тата ĕçлеттерсе ярас енĕпе производитель компанийĕн тата «Август» Фирмăн упаковка пайĕн представителĕсем тăрăшаççĕ. Çакă машинăна тĕрĕс те пахалăхлă ĕçлеме май парĕ. Специалистсем палăртнă тăрăх, çĕнĕ линин татти-сыпписĕр сакăр сехетре флаконсен кашни тĕсне йăнăшсăр кăлармалла. Çакăн чухне кăна ăна туллин хута ярĕç.
Людмила ИВАНОВА
Ноябрь 2026 |
