Пушар хыççăн

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 26.11.2026, 15:33 Просмотров: 15

Ялти клубра спектакль пырать. Халăх театрĕн артисчĕсем куракансене савăнтарма хальхи пурнăçа сăнлакан интереслĕ камит хатĕрленĕ. Зал лăк тулли. Куракансем ахăлтатса кулни татти-сыпписĕр илтĕнсе тăрать. Амăшĕ çумĕнче ларакан тăхăр çулти Кирила çеç питĕ кичем - хушăран анаслать вăл, кас-кас тĕлĕрсех каять.

- Пушар! Матвейсем çунаççĕ! - ыйхă тĕлĕшпе тăрук кăшкăрса ячĕ Кирилл. Амăшĕн чĕри ури тĕпнех çитрĕ. Пĕтĕм халăх умĕнче çухăрнă ывăлне хăй сисмесĕрех питĕнчен çупрĕ вăл, çăварне аллипе хупларĕ. Пĕрисем, камит курса хавасланнăскерсем, ача сăмахĕсенчен те шăл йĕрчĕç. Теприсем ун çине тĕлĕнсе пăхрĕç, «Ку ачан пуçĕ сывă мар», - терĕç пулинех. Çапах виçĕ-тăватă çын клубран чупса тухрĕ. Пĕри каялла таврăнчĕ те,

- Аялти касра çăра тĕтĕм йăсăрланать! Чупрăмăр, - терĕ.

Зал шавласа кайрĕ. Ахлатнă, йынăшнă, кăшкăрнă сасăсем илтĕнчĕç. Виçĕ минут иртрĕ-и, иртмерĕ те-и - клуб пушанса юлчĕ, сцена çинчи артистсем те спектакль валли хатĕрленĕ икĕ витрене йăтса ял-йыш хыççăн чупрĕç.

Кирила çавăтса урама тухнă Алина Михайловна хăй куçĕпе курнине те ĕненмерĕ - пушар чăнах алхасать, самай ç?ле хăпарнă вăл, çулăм хăйĕн вăрăм чĕлхипе юнашар ларакан сарлака хурăн турачĕсене те çулласа илет. Амăшĕн ăшĕ вăркама тапратрĕ, чунĕ ç?çенчĕ. Çын куçĕ умне малашне мĕнле курăнмалла. Ыйту паракансем пулаççех - мĕнле сăмах тупса хуравламалла... Çитменнине, мăшăрĕ те спектакль курма тухман - калăма кайнăччĕ те киле таврăнманччĕ. «Эсирех чĕртсе çунтарнă. Ывăлăр усал шухăша сасăпа каланине унчченех илтнĕ те чăтса тăрайман - халĕ пĕтĕм халăха пĕлтернĕ», - тесе сăмахлама тытăнсан ăçта кайса кĕмелле тата...

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика