Анне пехилĕ
Анне, мана эс пурнăç панă
Çурхи сар кайăк пек пулма.
Утма-чупма вĕрентнĕ хыççăн,
Ялан ял-йышăмпа пĕрле пулма.
Анне, мана эсĕ каланă
Мĕн ачаран ырă пулма.
Кирлĕ чухне пĕлсе ятланă.
Каçар мана, эсĕ ялан чунра.
Анне, мана эсĕ вĕрентнĕ
Тăвансене ырă тума.
Эп яланах сана итленĕ,
Пит йывăр-çке ыр çын пулма.
Анне, мана эс пехил панă
Пурнăçра телей тупма.
Умри çула эс уçса панă
Ĕçре, килте телей курма.
Анне ятне сая ямарăм,
Тăван ял-йыш ялан пĕрле.
Янтă çула эп шырамарăм
Чăнах телейлĕ эп, анне.
Иван ФЕДОРОВ. Мăн Явăш
Ноябрь 2026 |
