Анне - чи чаплă ят çак тĕнчере...

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 26.11.2026, 15:17 Просмотров: 29

Хĕрарăм пурнăç тытать, теççĕ. Вăл çывăх çыннисене юратупа тимлĕх парнелет. Кил ăшшине, хăтлăхне упрать. Хĕрарăм пуррипе тĕнче ырăлăхпа, илемлĕхпе тулать. Тĕрлĕ ÿсĕмре пулин те этемлĕхĕн черченкĕ çурринче тĕлĕнмелле вăй-хăват тапса тăрать. Амăшĕ пулни - хĕрарăмăн чи пысăк та таса тивĕçĕ. Анне вăл хĕвел пекех ăшă, çепĕç. Чи чаплă ят çак тĕнчере. Пĕр иккĕленмесĕр çирĕплетме пулать: пурнăç парнелекен нумай ырă сăмаха тивĕçлĕ.

Мăньял Хапăсри Александра Васильева пысăк çемье пирки ĕмĕтленнĕ. Паян вăл нумай ачаллă амăшĕ. Çамрăк та хастар вăл. Мăшăрĕпе Василийпе тăватă ачана çут тĕнче парнеленĕ. Çемьере хĕрсем çитĕнеççĕ. Васильевсем икĕ хутлă капмар çуртра пурăнаççĕ.

Кашни канмалли кун çуртри пĕр пÿлĕм концерт залĕ пулса тăрать. Ачасем пултарулăх номерĕсем кăтартаççĕ. Аслисем юрлаççĕ, кĕçĕннисем вара ташша яраççĕ. Ашшĕ-амăшĕ, кукашшĕпе кукамăшĕ Виталий Петровичпа Галина Ивановна вара алă çупса хавхалантараççĕ.

Тĕплĕнрех - хаçатра.

Елена ГРИГОРЬЕВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика