Ырă ят хăварнă

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 26.11.2026, 15:21 Просмотров: 27

Пĕррехинче Вăрнарти санатори çывăхĕнче ма-шина пырса чарăннă. Чăвашла илемлĕ çи-пуç тăхăннă хĕрсемпе каччăсем кузов çинчен аннă та аллисенчи шап-шурă çĕмĕрт çеçкисемпе сулкаласа «Çĕмĕртсем» юрра купăс çеммипе янраттарса юрласа санатори çурчĕ еннелле утнă.

Вĕсем, Уйкас Юнтапа ялĕнчи çамрăксем, пĕрле пухăнса çав вăхăтра санаторинче сывлăха çирĕплетекен хăйсен тусне Нина Кондратьева библиотекаре курма килнĕ пулнă. Юлташне хавхалантарса хăварас тесе концерт кăтартма хатĕрленсе килнĕ-мĕн.

Кăçалхи октябрь уйăхĕнче Нина Кондратьевна çуралнăранпа 95 çул çитрĕ.

Амăшĕнчен Нина ултă уйăхра тăлăха юлнă. Ачана асламăшĕпе ашшĕ пăхса ÿстернĕ. Вĕсене кура Нина çирĕп кăмăллă, тĕрĕслĕхе юратакан çын пулса çитĕннĕ.

Ашшĕ вăрçăра чухне асламăшĕпе пĕрле килти пур ĕçе те пурнăçланă. Каярахпа колхозра вăй хунă май та йывăр ĕçсенчен пăрăнман. Анчах ÿссе çитейменскерне йывăр йăтнисем юраман пулас, чирлекелеме пуçланă.

Тĕплĕнрех - хаçатра.

Галина ИЛЬИНА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика