Юратупа туслăх халăхсене пĕрлештерет

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 26.11.2026, 15:36 Просмотров: 15

Çемьери килĕшÿлĕх, çураçулăх, ачасем юратура, тивĕçлĕ ÿсни… Çакă мар-и кил ăшшине упраса пыракан амăшĕн телейĕ. Вăл кашниншĕн ăшталанать, пăшăрханать, ырă сăмахпа йăпатать, пулăшупа хавхалантарса пырать…

Ишлĕ ялĕнчи Екатерина Игорев-

на Петросян та хăйне телейлĕ туять. Вĕсем мăшăрĕпе тăватă ача пăхса ÿстереççĕ.

Ульяна, Устиния, Александр тата Аглая Петросянсем - вĕренÿ хастарĕсем, конкурс-фестивальсенче шкул чысне çÿле çĕклекенсем. Спортри çитĕнĕвĕсемпе те мухтанмалăх пур. Округри ăмăртусенче вĕсене тăтăшах çĕнтерÿçĕсен ретĕнче курма пулать.

Екатерина Игоревна пултаруллă педагог. Аçăмçырминчи шкулта вырăс чĕлхипе литературине вĕрентет. Вăл тĕрлĕ енлĕ талантлă. Пурне те çĕнĕрен те çĕнĕ шухăшсемпе хавхалантарать. Йĕркелÿçĕ, ăста юрăç, спорт тусĕ... Чи пĕлтерĕшли вара - телейлĕ амăшĕ. Чăннипех маттур çемье вĕсем - Петросянсем.

Мускав пĕрлештернĕ

Анчах ăçтан тейĕр Вăрнар тăрăхĕнче çакăн пек хушамат. Сăлтавĕ питĕ ансат. Шĕнер Ишек тăрăхĕнче пурăнакан хастар çемье пуçĕ - Эдгар Александрович - эрмен халăх çынни. 18 çул каяллах ăна шăпа чипер чăваш хĕрĕпе тĕл пулма пÿрнĕ. Пĕр тĕвве пĕрлешсе вĕсем çирĕп те туслă çемье çавăрма пултарнă. Мăшăр чăваш çĕрĕ çинче тĕпленнĕ, çак тапхăрта вăл Эдгаршăн та çывăх, тăван пекех пулса тăнă. Икĕ наци пуянлăхне, хаклăхĕсене ăс-тăна тата чĕрене хывса маттур ÿсекен тĕпренчĕкĕсем - ашшĕ-амăшĕн савăнăçĕ, мухтавĕ...

- Мĕн чухлĕ вăхăт иртсен те мăшăрлану кунĕ асран тухмасть. Туя Ишлĕре, атте-анне килĕ умĕнчи лапама илемлетсе, пĕтĕм ял-йышпа кĕрлеттертĕмĕр. Хамăр та хăйне евĕрлĕ мăшăр пулнăран-ши, питĕ интереслĕ иртрĕ вăл. Ачаран ĕмĕтленнĕ пекех - чăвашсен йăлипе. Туй арăмĕсем такмаксемпе юрăсем чаплă шăрантарчĕç. Эдгар та вĕсемпе ура хуçсах чăваш ташши ташларĕ. Туй çаврине унăн тăванĕсем те, Арменирен килсе çитнĕскерсем, хаваспах тăчĕç. Питĕ килĕшнĕ хăнасене пирĕн йăла-йĕркесем. Хăйсем те Ишлĕ ялĕ çийĕн эрмен халăх юррисене тăсса ярсан пурте чунтан киленсе итлерĕмĕр. Вĕсене хисеплесе парне хатĕрлерĕм - упăшка чĕлхипе илемлĕ юрă юрларăм. Хама, урăх халăх хĕрне, ăшшăн, юратса йышăннăшăн тав тăвас килчĕ, - пĕлтерчĕ Екатерина, хаклă куна аса илсе.

Тĕплĕнрех хаçатра.

Ирина ЯКОВЛЕВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика