Хăрушсăрлăх та тĕп вырăнта

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 26.11.2026, 15:17 Просмотров: 29

«Пурнăç инфратытăмĕ» наци проекчĕн мероприятийĕсен тĕп тĕллевĕсенчен пĕри - çул-йĕр юхăмне хутшăнакансемшĕн кашнин валли хăтлă та хăрушсăр хутлăх тăвасси.

Ку ĕçре çулсене пахалăхлă çутатасси те уйрăм вырăн йышăнать. Мĕншĕн тесен çутă çителĕклĕ пулни чи малтанах каçхи вăхăтра инкексене асăрхаттарма, аварисене кăларакан сăлтавсене чакарма пулăшать. Водительсем те, çуран çÿрекенсем те хăйсене хÿтлĕхлĕрех туйма пултараççĕ.

Юлашки пилĕк çулта, акă, республикăри трассăсем хĕррипе пĕтĕмĕшле 100 километр ытла тăршшĕ çутă системине çĕнĕрен вырнаçтарнă. Пысăк тимлĕх - округсен центрĕсене, социаллă объектсем çывăхĕнчи территорисене, аварисем тухас хăрушлăх пысăк участоксене. Кăçал хĕрÿ ĕç ултă округра иртет, 23 километр ытла çĕнĕ линисене çĕклеççĕ. 2026 çул вĕçĕ тĕлне «çутатнă» çулсен тăсăмĕ 180 километртан та иртмелле. Куратпăр, республика автотрассисен участокĕсене çутăпа тивĕçтерессипе Вăрнар тăрăхĕнче те калăпăшлă ĕçсем пурнăçланаççĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика