Республикăра нумай ачаллă çемьесене тĕрлĕ пулăшу мерисемпе тивĕçтереççĕ. 2023 çултан вĕсем тÿлевсĕр çĕр участокĕ вырăнне 250 пин тенкĕ суйлама пултараççĕ.
Олег Николаев çак пулăшу тĕсне меллĕрех тăвас тесе ансатлатнине пĕлтернĕ. Халĕ тÿлеве илме зявление Патшалăх тивĕçтерĕвĕсен порталĕ урлă онлайн мелпе е «Ман документсем» кирек хăш центрта тăратма юрать. Унтах заявленин статусне йĕрлесе пыма пулать.
Сертификата усă курмалли срока пысăклатнă: ултă уйăхран çулталăк таранччен. Çемье васкамасăрах çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма пулăшакан варианта суйлама пултарать.
Программа ĕçлеме пуçланăранпа республикăри 1603 нумай ачаллă çемье сертификат илнĕ. Вĕсенчен 1251-шĕ тÿлевпе усă курнă та ĕнтĕ, çурт-йĕр туянма е хăпартма 311 млн тенкĕ янă.
Хамăр инф.
Октябрь 2026 |
