Çĕнĕ сăвăсем

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 22.10.2026, 14:29 Просмотров: 14

Уçаймарăм чунăма

Алла тытрăм эп çĕн киçтĕк

Çĕн картина ÿкерме.

Пулаймарăм эп художник,

Пĕлеймерĕм ÿкерме.

Алла илтĕм эпĕ ручка

Сăвă йĕркисем çырма.

Сăмахĕсем таçта тарчĕç,

Уçаймарăм чунăма.

Уçаймарăм чунăма,

Калаймарăм сăмаха.

Пĕлеймерĕм пурăнма,

Вăхăт çитрĕ улшăнма.

Пурçăн тутăр пуçа çыхрăм

Сивĕ çилтен сыхланма.

Турă патне эп ал тăсрăм -

Çÿлти Аттем, пулăшсам.

Эсĕ мана пулăшсам,

Тĕрĕс çулпа уттарсам.

Ăслă сĕнÿсем парсам,

Вĕсене эп пурнăçлам.

Тăшмансене каçарам,

Вĕсене ыр кун сунам.

Хам та каçару ыйтам,

Çутă ĕмĕтпе пурнам,

Çутă ĕмĕтпе пурнам,

Тăвансене пулăшам,

Юлташсемпе сăмахлам,

Чĕрчунсемпе савăнам.

Вероника ДМИТРИЕВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика