Манăн 85 çулхи юбилей чуна ăшăтакан телейлĕ самантсемпе тулăх пулчĕ. Хирпуç ялĕнчи культура çурчĕн «Шăпчăксем» вокал ансамбльне çÿрекенсем киле килсех чунтан тухакан юрăсемпе, илĕртÿллĕ ташшисемпе савăнтарчĕç, ырă кăмăл-туйăм парнелерĕç. Эпĕ вĕсене тата хамăн юратнă ывăлсемпе кинсене, хĕрсемпе кĕрÿсене, мăнуксене, тăвансене, тăхлачăсемпе хăтасене чылайччен асра юлмалăх ăшă уяв йĕркелесе ирттернĕшĕн чун-чĕререн тав тăватăп. Мана çак кунри асаилÿсем чылайччен ăшăлăх кÿрĕç, нумай çул пурăнма вăй-хал парĕç. Пысăк тав пурне те!
Валентина Матвеевна Феофанова
Рункă
Октябрь 2026 |
