Санарпуç вăтам шкулĕ 135 çулне уявлама хатĕрленет
Шкулалла утаççĕ
Ачасем савăнса,
Пĕлÿсем пухаççĕ
Чунтан тăрăшса.
Пысăк чаплă шкулăм
Савăнса кĕтет.
Юратнă шкул илемĕ
Чуна илĕртет.
Шкул - тăван, çывăх, интереслĕ те кăсăк, хаваслă та асамлă ачалăх сăпки. Вăл кашни çын пурнăçĕнче тарăн йĕр хăварать. Кунта ирттернĕ вăхăт - асамлă, пĕрле вĕреннĕ тантăшсем - ырă, тарăн пĕлÿ - пуласлăх. Шкул историйĕ - халăх кун-çулĕн уйрăлми пайĕ, апла пулсан пирĕн ăна пĕлмелле. Ахальтен каламаççĕ: «Аваллăхсăр малашлăх çук». Çак кунсенче Санарпуç вăтам шкулĕ уçăлнăранпа 135 çул çитет. Ун историне тĕпчес ĕçре истори тата обществознани предмечĕсене чылай çул вĕрентнĕ Николай Маркелович Смирнов çырса-пухса пынисем, архив материалĕсем пулăшаççĕ.
Хусан епархийĕн докуменчĕсенче Санарпуç шкулĕ çинчен пĕрремĕш хут 19-мĕш ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче аса илнĕ. 1891 çулта Етĕрне уесĕн Хапăсри прихут шкулĕ çумĕнче йĕркеленнĕ тесе палăртаççĕ архив докуменчĕсем. Кунта вулама, çырма, хушса кăларма, хутлама тата пайлама, тĕн кĕнекисене вулама вĕрент-нĕ.1895-1896 çулсенче 29 арçын ача вĕреннĕ, анчах та шкула 3 ача анчах пĕтерни паллă. Шкул Тарас Петрович Тарасов çуртĕнче вырнаçнă пулнă.
Тĕплĕнрех - хаçатра.
Ирина СЕМЕНОВА
Октябрь 2026 |
