Çĕнĕ сăвăсем

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 15.10.2026, 14:16 Просмотров: 15

Яланах эсир асра

Йывăçсем шап-шурă чечекре,

Уй-хирте янрать тăри сасси.

Тем пекех кĕтен атте-апай,

Юратса ыталăр-ши пире/

Анчах çук халь эсир юнашар,

Тĕлĕкре çеç курап ăнсăртран.

Пурăннă чух сире манар мар,

Пирĕн чунран ан тухăр нихçан.

Кил тавра утатăп шутласа,

Ăшăмра шыратăп эп сире.

Йăмăк, ан çунтар ман чĕрене,

Шăллусем тăраç санпа çумра.

Тăванпа чунтан эп мухтанатăп,

Хастар та вăйлă пулнăран.

Ялан эп Турăран ыйтатăп.

Ан пăрахсам, ăна эс пулăшсам.

Ял-йышăмăр пĕрле пулсассăн,

Пĕрне-пĕри чунтан савсан/

Пире Тур пулăшса пырсассăн

Пулăпăр вăйлă ялан.

Тăван ял-йыш, пĕрле пуласчĕ -

Ĕçре, туйра, савăнăçра.

Пĕрле чухне çÿлте вĕçесчĕ,

Атте-апай ялан асра.

Иван ФЕДОРОВ

Мăн Явăш

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика