Ял хĕрарăмĕн кунĕ тĕлне ирттернĕ «Грация села» спартакиадăра Вăрнар округĕн команди 1-мĕш вырăн йышăнчĕ. Ун финалĕ Шупашкар округĕнчи Ишлейри «Унга» спорт шкулĕнче иртрĕ
«Республикăра пурăнакансем çĕр çинче ырми-канми ĕçленипе пĕрлех спортра та хастар. Çакна ку ăмăртăвăн округсенчи тапхăрĕ те çирĕплетсе пачĕ. Çынсем сывă пурнăç йĕркипе туслашни - эпир тĕрĕс çул-йĕре тытса пынин кăтартăвĕ», - палăртрĕ Чăваш ен Пуçлăхĕ Олег Николаев спартакиадăна уçнă май.
Пухăннисене çавăн пекех Чăваш енри Хĕрарăмсен союзĕн председателĕ Наталья Николаева, спорт министрĕ Василий Петров саламларĕç.
Тĕплĕнрех - хаçатра.
Хамăр инф.
Октябрь 2026 |
