Яланах пулăшма васкать

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 22.10.2026, 14:28 Просмотров: 17

Çав тери ырă кăмăллă, тарават, хăйĕн ĕçне лайăх пĕлекен специалист. Пулăшу ыйтакана нихăçан та хирĕçлемест. Киле пырса кайма та ÿркенмест. Ку сăмахсем Малтикас Ялтăрари фельдшерпа акушер пунктĕнче вăй хуракан Елена Борисовна Федорова пирки. Сывлăх сыхлавĕн системинче вăл нумай çул тÿрĕ кăмăлпа вăй хурать, пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ 40 çул ытла. Çак вăхăтра вăл миçе çын пурнăçне çăлса хăварнă-ши! Участокĕнче темиçе ял халăхĕ шутланать пулин те, кашни валли вăхăт тупса тимлĕх уйăрать фельдшер. Сывлăха çирĕплетмелли усăллă канашсем парать, укол тăвать. Ырă сăмахĕпе те, медицина процедурисемпе те сиплет çынсене. Ĕçчен аллисем тем тума та ĕлкĕреççĕ. Елена Борисовна килĕнче те, фельдшерпа акушер пункчĕ тавралла та тĕрлĕ тĕслĕ илемлĕ чечексем çитĕнтерет. Пĕтĕмлетсе каласан, Елена Федорова пур ĕçе те чун ăшшине хывса, тĕплĕн пурнăçлать. Эпир ăна вăхăтра пулăшу кÿнĕшĕн, пирĕнпе яланах ăшпиллĕ пулнăшăн чун-чĕререн тав сăмахĕ калатпăр. Пире медицина пулăшăвĕ пама çакăн пек маттур та пултаруллă специалистпа тивĕçтернĕшĕн чĕререн савăнатпăр. Ырлăх-сывлăх, вăрăм ĕмĕр сире, Елена Борисовна.

Эльза Фомина тата Людмила Арсентьева. Кăмпал

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика