Чи ырă та ăшă сăмахсем - педагогсем ячĕпе

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 15.10.2026, 14:13 Просмотров: 17

Çитĕнекен ăрăва тарăн ăспа тивĕçлĕ воспитани пама пĕтĕм чун-чĕререн тăрăшнă, пурнăç сукмакĕ çине тăма пулăшнă маттур педагогсем кашни çыннăн асĕнчех ĕмĕрлĕхех упранаççĕ. Вĕрентекен ячĕ мухтавлă, ĕçĕ-хĕлĕ пархатарлă, теççĕ. Ку тĕрĕсех. Шкул çулĕсем хыçала юлсан та хаклă çыннăмăрсене ĕмĕр тăршшĕпех сума сăватпăр. Паллă кунсемпе саламлатпăр, вĕсен ырă ĕçĕсене кунсерен тенĕ пекех асилетпĕр.

Хальхи вăхăтра ĕçлекен педагогсем пирки те чылай ăшă сăмахсем калама пулать. Ăслăлăх вăрлăхне акса çамрăк ăрăвăн пултарулăхне аталантарма, пурнăç тĕллевне тупма пулăшаççĕ. Воспитательсем те, хушма пĕлÿ паракан организацисенче тимлекенсем те яваплăха туйса ĕçлеççĕ.

Чи кирлĕ те сумлă ĕçе суйласа илнисен професси кунĕсене халалланă праçник кăçал та Вăрнарти культура керменĕнче мăнаçлăн иртрĕ. Уява савăнăçлă лару-тăрура уçрĕç. Ача-пăча ÿнер шкулĕн ансамблĕ ?ертÿçи - Алина Евдокимова% илемлĕ юрă-ташă парнелерĕ. Педагогсене округ администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш заместителĕ Евгений Козлов, вĕрентÿ тата çамрăксен политикин пайĕн пуçлăхĕ Ирина Казенова, профсоюз организацийĕсен пĕрлешĕвĕн ертÿçи Елена Карпова, республикăри Хĕрарăмсен союзĕн округри уйрăмĕн ертÿçи Анастасия Кириллова тата ытти сумлă хăнасем ăшшăн саламларĕç, профессие чун-чĕререн парăннăшăн, чăн-чăн ăсталăх, хастарлăх кăтартнăшăн тав турĕç. Вăрнар округĕнче 23 вĕрентÿ учрежденийĕ, хушма пĕлÿ паракан 3 организаци. Вĕсенче пурĕ 342 педагог тăрăшать. Унсăр пуçне вĕрентÿ ĕçĕн ветеранĕсем 195-ĕн.

Тĕплĕнрех - хаçатра.

Елена ПОРФИРЬЕВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика