Чăваш аграри колледжĕн Вăрнарти уйрăмĕнче пултаруллă специалистсене кăна мар, чăн-чăн патриотсене те ÿстереççĕ. Вĕсемшĕн Тăван çĕршывпа мăнаçланасси чĕрере, кирлĕ пулсан ăна хÿтĕлеме хатĕр тăрасси те ют мар. Çакна çамрăксем хăйсен харсăрлăхĕпе, хăюлăхĕпе, пысăк çитĕнĕвĕсемпе çирĕплетеççĕ.
Акă, Шупашкартан каллех вĕсемпе мухтанма савăнăçлă сăлтав çитрĕ: Вăрнар студенчĕсем - черетлĕ хут чемпионсем! Вĕсем республикăри çар вăййисен çĕнтерÿçисем пулса тăнă. Чăннипех те курăмлă çитĕнÿ!
«Чикĕ» ятпа иртнĕ тактика вăййисен йĕркелÿçи - «Авангард» çарпа патриотизм воспитанийĕн центрĕ. Ăмăрту Лакрей вăрманĕн территорийĕнче иртнĕ. Тĕрĕссипе каласан, пĕр-пĕринпе тупăшни те мар çакă, çамрăксем чăн-чăн çирĕплĕх тĕрĕслевĕ витĕр тухнă.
Тĕплĕнрех - хаçатра.
Ирина ЯКОВЛЕВА
Октябрь 2026 |
