- Ÿслĕкÿ ниепле те иртсе каймасть. Çакна ĕç-ха. Тен, пулăшĕ-и. - компьютерпа вылякан ывăлĕ умне вĕретсе пыллантарнă сĕт пырса лартнă май çепĕççĕн калаçрĕ амăшĕ. Танкран çынсене шатăртаттарса перекен Денис хăлхине тем пысăкăш наушник чикнĕ те нимĕн те илтмест. Кăшкăра-кăшкăрах вылять, усал сăмахсемпе перкелешет - хваттерте мар, вăрçă хирĕнче тейĕн. Çамрăк хĕрарăм сĕте сивĕнсе кайиччен ĕçтерес шухăшпа ывăлне хулĕнчен тытрĕ.
- Хăв ĕç, пăрăн ман çумран, ан тыт мана, - кăшкăрчĕ урса кайнă арçын ача, сĕте амăшĕ çине лаш сапрĕ. Çари çухăрса ячĕ хĕрарăм, ваннăй пÿлĕмне чупса кĕрсе тĕссĕрленнĕ çÿп-çÿхе халатне хывса пăрахрĕ. Хăрах алли, хырăмĕ çунтарса ыратма тытăнчĕç. Тĕрĕссипе, вĕри сĕт лекнĕ вырăна унăн чĕрĕ çĕрулми касса хумаллаччĕ-ха та, анчах пĕр кĕтмен çĕртен пулнипе çухалса кайрĕ - сивĕ душ айне кĕрсе тăчĕ. Çавăнтах ÿчĕ вырăн-вырăнпа хăмпăланса тухрĕ. Лариса Васильевна куççульпех йĕрсе ячĕ. Алли, хырăмĕ сурнипе те мар, чунĕ чăтма çук кÿтсе килнипе. Ывăлĕ вара хăйĕн айăпне туймарĕ те курăнать - ыратнипе нăйкăшакан амăшĕ патне пырса та пăхмарĕ. «Мĕншĕн хамăн кăкăр айĕнче выртнă, хам ĕмĕртнĕ ача çавăн пек пулса кайрĕ-ха. Ăçта çитсен пăхса çитереймерĕм, хăçан йăнăшрăм. Çи-пуçран та, апатран та татăк тăратмарăм-çке», - хуравсăр ыйтусемпе канăçсăрланчĕ пиçсе кайнăскер.
Шкулта лайăх вĕрентĕр тесе ывăлне укçи-тенкине пĕчĕккĕн пухкаласа пырсах компьютер туянса пачĕ, хăйне тантăшĕсенчен катăк ан туйтăр тесе айфон илсе парнелерĕ, чаплă бутиксенче тăхăнтартрĕ. Апат-çимĕçне-и. Темĕн те туянса, пĕçерсе çитерчĕ, ялта пурăнакан амăшĕ патĕнчен хăяр-помидор, улма-çырла йăта-йăта хĕл валли çĕр-çĕр банка янтăларĕ. Йăлтах пĕртен-пĕр ывăлĕшĕн. Вăл хăйне лайăх туйтăр тесе… Анчах Денис ашшĕсĕр çитĕннĕрен çапла улшăнчĕ-ши. Арçыннăн çирĕп алли çитмерĕ-ши ăна. Лешĕ, кăра çилĕллĕскер, çемьене çĕнĕ кайăк килсенех уйрăлса тухса кайрĕ - мăшăрĕпе пĕр çăвартан пурăнма пĕлмерĕ. Çавăнпа кредитла илнĕ хваттершĕн те хĕрарăм паянхи кун та пĕчченех тÿлет. Икĕ ĕçре вăй хурать. Чăннипе, унăн урăх арçынпа çемьеленсе пурăнма та май çаврăнса тухнăччĕ-ха. Ачаллă пулнăшăн тиркеменни те тупăннăччĕ, анчах Лариса Васильевна хăй хирĕçлерĕ, ывăлĕ умĕнче аванмарланчĕ. «Çитĕнерехпе ыйтусем тупăнма пултараççĕ», - качча тухма ыйтмассерен шухăшларĕ вăл.
Тĕплĕнрех - хаçатра.
Дмитрий МОИСЕЕВ
Октябрь 2026 |
