Хаксем ÿснĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 15.10.2026, 14:13 Просмотров: 16

Юпа уйăхĕн 1-мĕшĕнчен электроэнергишĕн, газшăн тата коммуналлă хытă каяшсемшĕн тÿлемелли хаксем пысăкланнă. Çак ыйтăва Патшалăхăн конкурентлă политика тата тарифсем енĕпе ĕçлекен служби ирттернĕ брифингра сÿтсе явнă.

Республикăра вăя кĕрекен улшăнусем пирки тариф службин ертÿçи Сергей Егоров каласа кăтартнă. Акă, çутçанталăк газĕ 81 пуслăх хакланать - 9,11 тенкĕпе танлашĕ. Электроэнергин пĕр киловатт-сехечĕшĕн хулари электроплитасăр çуртсенче пурăнакансем 5,6 тенкĕ тÿлĕç, электроплиталлисем тата ял çыннисем - 3,92 тенкĕ. Коммуналлă хытă каяшсене турттарса тухнăшăн тÿлемелли тарифсем çапларах пулĕç: нумай хваттерлĕ çуртрисен - 139,55 тенкĕ, уйрăм çуртсенче пурăнакансен - 149,85 тенкĕ. Аса илтеретпĕр: унччен 62,73 тата 60,62 тенкĕ пулнă.

Сергей Федорович Чăваш енре хаксем пысăк маррине палăртнă. Тĕслĕхрен, хытă каяшпа çыхăннисем Атăлçи округĕнче чи пĕчĕккисем. Çавăн пекех газшăн, ăшăшăн, электроэнергишĕн, шывшăн, вĕри шывшăн, канализацишĕн пĕчĕк виçепе тÿленĕ. Тарифсем ÿсни ЖКХ тăкакĕсем пысăкланнипе çыхăннă. Унсăр пуçне ĕçшĕн тÿлемелли чи пĕчĕк виçе хăпарнă. Предприятисен шыв пăрăхĕсене тата ытти объекта юсассипе çыхăннă ĕçĕсене тÿрре кăлармалла.

Пĕчĕк тупăшлисем хваттершĕн тÿлес енĕпе патшалăх пулăшăвĕпе усă курма пултараççĕ. Вĕсен йышне çаксем кĕреççĕ: сусăрсем, çар ветеранĕсем, пуç хунă салтаксемпе офицерсен çемйисем, ял специалисчĕсем ?вĕрентÿ, медицина, культура, ветеринари службин, социаллă ĕçченсем%, ЖКУ тăкакĕсен калăпăшĕ 22 процентран иртекенсем, нумай ачаллисем, 70-80 çултан иртнĕ граждансем. Ăна илес тесен вырăнти социаллă хÿтлĕх пайне е нумай функциллĕ центра каймалла, Патшалăх тивĕçтерĕвĕсен порталĕ урлă та заявка тăратма пулать.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика