Пысăк çемье - телей

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 22.10.2026, 14:27 Просмотров: 16

2021 çулта Малтикас Ялтăра ялне Элĕк округĕнчи Мăн Карачураран икĕ ачаллă çемье, Еленăпа Винокентий Степановсем, куçса килчĕç. Вĕсем хăтлă кил-çурт туянса шăкăл-шăкăл пурăнма пуçларĕç. Малтанхи кил хуçисем иртерех пурнăçран уйрăлнă пулнă. Ывăлĕ вара урăх ялта пÿрт лартнă, тĕп килне сутма шутланă.

Куçса килнĕ çемье питĕ сăпайлă, çынсемпе те лайăх калаçса хутшăнать. Малтикас Ялтăрара пурăннă чух йыш тата пысăкланчĕ, виçĕ ача хушăнчĕ. Асли 3-мĕш класа çÿрет, иккĕмĕш ачи - 1-мĕшне, кĕçĕнни 7 уйăхра кăна-ха. Пĕтĕмпе пилĕк ача çитĕнет.

Малтан вĕсен ача часах пулман. «Чиркĕве кайса Турăран ыйтрăмăр», - каласа пачĕ Елена. Чăнахах вĕсем ачисене пĕрле илсе чиркĕве тăтăшах çÿреççĕ, пĕр православи уявне те сиктермеççĕ. Елена малашне те ача çуратас тĕллевлĕ. «Мĕн чухлĕ йыш пысăкрах, çавăн чухлĕ лайăхрах. Пысăк çемьере ачасем туслăрах çитĕнеççĕ», - тет.

Степановсем килнĕренпе Парк урамĕнче шăпăрлансен сасси ытларах илтĕнме пуçларĕ тата вĕсен урамĕнче ача-пăча площадки пур. Мăшăрĕ Винокентий Мускава ĕçлеме çÿрет. Ялта йышлă çемьесем ытларах пулсан мĕнле лайăх пулĕччĕ. Елена тирпейлĕ кил хуçи хĕрарăмĕ. Мăшăрĕпе хăйсен тĕпренчĕкĕсене тивĕçлĕ воспитани параççĕ.

Нина ПАРАМОНОВА

Малтикас Ялтăра

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика