Грипран хÿтĕленер-и?

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 22.10.2026, 14:35 Просмотров: 15

Сивĕ кунсем çывхараççĕ.

Çавна май гриппа тата ОРВИ-пе чирлес хăрушлăх ÿсет. Çивĕч ыйтăва сÿтсе явма сывлăх хуралĕнче тăракансем округ администрацийĕнче Вăрнар тăрăхĕнчи организацисен ертÿçисемпе тĕлпулу ирттерчĕç.

Пĕлтерĕшлĕ мероприятие Вăрнар район тĕп больницин тĕп тухтăрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Надежда Петрова, Ольга Титова инфекционист хутшăнчĕç. Чир-чĕр сарăличчен маларах вакцинаци тумаллине палăртрĕç.

Грипп – ерекен вируслă чир. Вăл йывăррăн иртнипе палăрать. Кĕркунне çынсене грипран вакцинăлас тапхăр авăн уйăхĕнчен пуçласа чÿк уйăхĕ вĕçĕчченех иртет.

Эпидеми тапхăрĕ пуçланиччен 3–4 эрне маларах прививка тутарни иммунитета вăхăтра йĕркеленме пулăшать тесе çирĕплетеççĕ специалистсем.

Уйрăмах ача-пăча учрежденийĕсенче ĕçлекенсен грипран прививка тутарассине тимлĕх уйăрчĕç. Мобильлĕ бригадăри медицина ĕçченĕсем шкулсене çитсех сотрудниксене вакцинаци тума пултараççĕ.

Планпа килĕшÿллĕн ку сезонра округри 13153 çитĕннĕ çынна тата 3060 ачана грипран прививка тумалла. Юпа уйăхĕн 21-мĕшĕ тĕлне Вăрнар енче пурăнакансен 43 процентне вакцинациленĕ.

Санитарипе гигиена нормисене те çирĕп пăхăнма манмалла мар. Алла тăтăшах супăньпе çумалла. Асра тытăр: çуман алăпа пит-куçа тĕкĕнесрен асăрханмалла.Çынсем нумай пухăнакан вырăнсенчен пăрăнмалла.

Чир симптомĕсем палăрсан сиплев учрежденине васкамалла.

Елена ГРИГОРЬЕВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика