Концертпа савăнтарчĕç

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 22.10.2026, 14:28 Просмотров: 15

 

Районти культура çурчĕ çумĕнчи «Санар» ушкăн ялсене те тухса савăнтарни питĕ ырă пулăм. Анчахрах артистсем Юпшик Ялтăрара, Малтикас Ялтăрара тата Кăмпалта пурăнакансене пуян концерт программипе савăнтарчĕç.

Çав тери илемлĕ чăваш тĕрриллĕ çипуç тăхăннă хăйсем. Сассисем уçă та янкăр. Вĕсем тĕрлĕ юрăсем, кулăшсем парнелесе çынсен кăмăлĕсене çĕклерĕç. Куракансем пĕр чарăнми алă çупрĕç. Артистсене кашнине чечек пуххисем парса хавхалантарчĕç.

Çанталăкĕ те кăмăллă пулчĕ. Хĕвел пайăркисем куракансене те, артистсене те ăшăлăхпа çупăрларĕç. Концерт хыççăн ял çыннисем хăнасене тутлă чейпе, килти апат-çимĕçпе сăйларĕç. Концертсемпе татах та килме йыхравларĕç.

Надежда КУРАКОВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика